Ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче хаклă çыннăмăрсем çемье çавăрса пĕрле пурăнма пуçланăранпа аллă çул çитет. Сире çемье уявĕ ячĕпе пур кăмăлтан ăшшăн саламлатпăр. Кун-çулăр вăрăм та такăр, телейĕр тулли, сывлăхăр çирĕп пултăр. Тăван кил ăшшине нумай-нумай çул упраса, ачăрсемпе мăнукăрсен пархатарĕпе ĕмĕр савăнса пурăнмалла пултăр. Эсир пурришĕн эпир чунтан савăнатпăр, пире чун парса тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕшĕн, ăс панăшăн çĕре çити пуç таятпăр.
Кил тĕрекĕ – атте, чун тĕрекĕ – анне,
Йышăнсамăр тăван ачăрсен саламне.
Сиртен хаклă çынсем урăх çук тĕнчере,
Сирĕн хаклă сăнарăр пирĕн чун-чĕрере.
Ырă сунса – хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, ывăлĕпе кинĕ тата мăнукĕсем.