Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
10 Ноябрӗн , 12:30

Владимир Путин Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче ĕçлекенсене саламланă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин видеокурав урлă Шалти ĕçсен органĕнче ĕçлекенсен кунĕ ячĕпе тÿрĕ эфира тухнă.

Владимир Путин Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче ĕçлекенсене саламланă
Владимир Путин Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче ĕçлекенсене саламланă

«Кирек хăш вăхăтра та Шалти ĕçсен министерствин (ШĔМ) ĕçченĕсем хăюлăхпа, принциплăхпа, Закон вăйне тата тĕрĕслĕхе çирĕп шаннипе уйрăлса тăнă, çĕнĕ ăрăва чыслăх йăли-йĕрки, патриотизм туйăмĕ, тивĕçе парăнни çинче çитĕнтернĕ. Паянхи кун эпир ШĔМ ветеранĕсене хисеп тăватпăр, йĕрке хуралçисен умĕнче вĕсен хăюлăхĕпе хăйсене хĕрхенменлĕхшĕн пуç таятпăр. Вĕсем хăйсен подразделенийĕсенче чăн-чăн халăх паттăрĕ пулса тăнă, çав шутра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те. Паянхи кун та шалти ĕçсен органĕсенчи пакунлă çынсем хăйсен ведомствинче çĕнĕ чыслă та мухтавлă йăла-йĕркесене никĕслеççĕ», - тенĕ Владимир Путин.

Маларах, ноябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче, професси уявĕ ячĕпе республикăри законлăха сыхлакансене Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров саламланăччĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: