Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
25 Нарӑсӑн 2025, 11:20

Валерий Леонидович КЛЕМЕНТЬЕВ

Чăваш наци конгресĕн президентне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистне, Етĕрне районĕн хисеплĕ гражданинне, уçă кăмăллă та яваплăха туякан, пултаруллă та малашлăхпа пурăнакан ертÿçе Валерий Леонидович КЛЕМЕНТЬЕВА 60 çулхи юбилей ячĕпе!

Валерий Леонидович КЛЕМЕНТЬЕВ
Валерий Леонидович КЛЕМЕНТЬЕВ

Вăтăр ытла çул каялла йĕркеленĕ пĕрлĕхе – Чăваш наци конгресне – паянхи кун ертсе пыма çăмăлах мар. Апла пулсан та эсир, Валерий Леодинович, халăх шанса панă ĕçе тивĕçлĕ пурнăçлатăр. Çак лава туртма сире пĕр шухăшлă çынсемпе тус-юлташсем пулăшса пыччăр, яланах чун-чĕрере чăтăмлăхпа çирĕп кăмăл пултăр.
Пушкăртстанри чăвашсем сире çавра çулпа саламласа юман пек çирĕп сывлăх, чăваш сурпанĕ пек вăрăм ĕмĕр, çăлкуç пек тапса тăракан вай-хал сунаççĕ. Хастарлăху нихăçан та ан иксĕлтĕр, ĕмĕр сукмакĕ такăр та тумхахсăр пултăр. Хуйхă-суйхă сиртен аякран пăрăнса ирттĕр, ĕмĕтленни пурнăçа кĕрсе пытăр. Малашне те пурнăçăрта юнашар шанчăклă юлташсемпе ырă çынсем çеç пулччăр.
Пушкăртстанри чăвашсен ятĕнчен Чăваш наци конгресĕн Пушкăртстанри элчи – Василий Федоров РФ тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас