Ольга Серафимовна Çтерлĕри ЧНК автономийĕпе тачă çыхăнса ĕçлет, час-часах мероприятисене хутшăнать, пире хăй патне чĕнет. Усăллă ялĕнчи музее пĕрре мар кайнă. Кашнинчех пултаруллă чăваш хĕрарăмĕн тăрăшулăхĕнчен, хастарлăхĕнчен тĕлĕнетпĕр, курса хавхаланатпăр.
Хисеплĕ Ольга Серафимовнăна юбилей ячĕпе ăшшăн саламласа ырлă-сывлăх, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал, иксĕлми телей, пысăк хавхалану сунатпăр. Пурнăçра савăнăçлă самантсем ытларах пулччăр, тăвансен тата çывăх çынсен пулăшăвне туйса тăрăр, вĕсенчен пархатар курмалла пултăр. Ĕмĕтленни пурнăçлантăр, сăн-питĕр яланах савăнăçпа çуталтăр. Чăвашлăхшăн пурнăçлакан ĕçĕрсем хавхалану парнелеччĕр, вĕсене тивĕçлĕ хак паччăр.
Ăшă салампа - Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕ, «Урал сасси» хаçат редакцийĕ.