Урал сасси
+19 °С
Облачно
САЛАМЛАНИСЕМ
7 Марта 2025, 09:00

Людмила Геннадьевна Сидорова

Элшей районĕнчи Кайраклă ялĕнче пурăнакан юратнă мăшăра, хаклă аннене, çепĕç те ачаш кукамая Людмила Геннадьевна Сидорована Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Добавить в предпочтительные источники Google
Людмила Геннадьевна СидороваЛюдмила Геннадьевна Сидорова
Людмила Геннадьевна Сидорова

Пире кун-çул парнелесе ĕçчен те тÿрĕ кăмăллă пулма вĕрентнĕ, тивĕçлĕ пĕлÿ парса пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнă аннемĕре, шанчăклă мăшăрăма ăшшăн саламласа вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, чун-чĕрере лăпкăлăхпа канăçлăх сунатпăр. Хамăрăн çитĕнÿсемшĕн эпир сана тав тăватпăр, эсĕ пуррипе кил-çурт ăшă, таса та çутă, сĕтел тулли апат-çимĕç.
Яланах пире вăй-хал кÿретĕн,
Кăмăлу сан сар хĕвел пекех.
Хаклă çыннăмăр, эс пурăн ĕмĕр.
Çут тĕнче санпа илемлĕрех.
Хĕрÿллĕ салампа – мăшăрĕ, ачисем тата мăнукĕсем.

Автор:Надежда Родионова