Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
7 Мартӑн 2025, 10:00

Таисия Дмитриевна Никитина

Пелепей тăрăхĕнчи Кивĕ Сименкке ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă аннене, ырă кăмăллă та вашават кукамая, асаннене Таисия Дмитриевна Никитинана Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Таисия Дмитриевна Никитина
Таисия Дмитриевна Никитина

Хаклă çыннăмăр, сана уявпа саламласа чун-чĕрери чи çепĕç те ăшă сăмахсемпе чыслатпăр. Кун-çулу вăрăм та такăр, телейÿ тулли, сывлăху çирĕп пултăр. Тăван кил ăшшине нумай-нумай çул упраса, ачусемпе мăнукусен пархатарĕпе ĕмĕр савăнса пурăнмалла пултăр. Эсĕ пурришĕн чунтан савăнатпăр. Канăçсăр чĕреллĕскер кирек хăçан та, такама та пулăшма васкатăн, хăвăн хавхалантаракан сăмахусемпе шанчăк кÿретĕн, чĕресене ăшăтса, çунатлантарса тăратăн. Яланах хаваслă та ырă, чунупа çамрăк пул, чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр нумай-нумай çул пурăн.
Ăшă салампа – ачисем, кинĕпе кĕрÿшĕ, мăнукĕсем

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас