-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Аннеçĕм, сана уяв ячĕпе саламласа хурçăран та çирĕп сывлăх, инçе çул пек вăрăм ĕмĕр, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал, пысăк хавхалану, чун лăпкăлăхĕпе тулăх пурнăç сунатпăр. Турă паракан кашни куну çутă та савăнăçлă пултăр. Пире юратнăшăн, тимлĕх уйăрса ăслă канашсем панăшăн, ырă кăмăлушăн чунтан тав тăватпăр. Ачусемпе мăнукусен ăшшине, юратăвне туйса нумай-нумай çул чирлемесĕр пурăн. Эсĕ пуррипе эпир телейлĕ, хамăра хÿтлĕхре туятпăр. Эпир сана юрататпăр, хисеплетпĕр.
Ăшă салампа – ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем.