Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
25 Апрелӗн 2025, 09:40

Чăвашла калаçасчĕ, чĕлхене упрасчĕ

Хисеплĕ вулакансем, сире Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Чăвашла калаçасчĕ, чĕлхене упрасчĕ
Чăвашла калаçасчĕ, чĕлхене упрасчĕ

Ку пĕлтерĕшлĕ уява эпир апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш халăхĕн Аслă вĕрентекенĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун, паллă тăватпăр. Ăна Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумĕн 1992 - мĕш çулхи апрель уйăхĕн 9 - мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн уявлама тытăннă. «Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», -  тенĕ Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев. Питĕ тĕрĕс каланă Иван Яковлев. Тăван чĕлхепе усă курса эпир пĕлÿ пухатпăр, хамăр ăc-хакăла пуянлататпăр, шухăшăмăра пĕр-пĕрне пĕлтеретпĕр, кăмăл-туйăма палăртатпăр.

Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв ячĕпе пурне те тулли кăмăлпа саламлатпăр, çамрăк ăрăва ăс-хакăл пама сирĕн чун хавалĕ тата нумай-нумай çула пытăр. Пултарулăхпа çирĕп сывлăх ан иксĕлччĕр. Чăвашлăха çирĕплетес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума чăтăмлăх, тăван чĕлхешĕн тăрăшма вăй-хал сунатпăр.

«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас