- Шăпах пысăк пахалăхлă вĕренÿ, çав шута шкулта илнĕ пĕлÿ те кĕрет, çĕршыв кирек мĕнле йывăр ыйтăва татса пама пултарнине çирĕплетекен никĕс пулса тăрать. Наукăпа технологинче малта пырасси те унранах килет.
Пирĕншĕн шкулсенче пĕр ăруран тепĕр ăрăва куçакан ырă та паха йăласене упраса хăварасси питĕ те пĕлтерĕшлĕ. Çамрăк вĕрентекенсем аслисенче вĕренсе юлччĕр, вăйлă та кăсăк методикăсем анлă сарăлччĕр, вĕсемпе çĕршывăн тĕрле кĕтесĕнче усă курччĕр.
Кунта професси ăсталăхĕн конкурсĕсем йĕркелени паллă вырăн йышăнать. Раççей шайĕнчи пĕтĕмлетÿсене яланхи пекех Вĕрентекен кунĕ умĕн тăваççĕ.
Пирĕн чăн та талантлă, чаплă, хăйсен ĕçне чун-чĕререн юратакан вĕрентекенсем нумай. Вĕсен ырă тĕслĕхĕ ĕçтешĕсене, паянхи кун професси суйласа илекен çамрăк ăрăва хавхалантарать. Апла пулсан Тăван çĕршывăн чи лайăх педагогика йăли-йĕркисем малалла та тăсăлĕç, упранĕç.
Сирĕн ĕçĕр обществăра яланах хисепре, вăл чăтăмлă, ăс-тăнлă, чун-чĕрепе уçă кăмăллă пулма ыйтать, кашни ачари талантпа пултарулăх хĕлхемне асăрхама хистет. Çавăн пекех вĕренекен хăйне хăй ăнланасси тата тавралăха мĕнле йышăнасси те сиртен нумай килет, - тенĕ Владимр Путин.
Юрий СНЕГОПАД.