Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
11 Октябрӗн 2025, 14:00

Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене Республика кунĕпе саламланă

Паян, октябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче, Пушкăртстан Республика кунне паллă тăвать. Çак уяв, камшăн Пушкăртстан тăван кил пулса тăнисене, пĕрлештерет.

Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене Республика кунĕпе саламланă
Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене Республика кунĕпе саламланă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн социаллă сечĕсенче Республика кунĕпе саламланă текст вырнаçтарнă. Вăл Пушкăртстанра çуралнăшăн çеç мар, çитĕнсе çитсе пурăнма тата ĕçлеме пултарнашăн хăйне телейлĕ туйнине палăртнă.

«Пирĕн Пушкăртстан – ĕмĕрсен историйĕ, хăйне евĕр культура тата тĕлĕнмелле çут çанталăк. Кунта вăйлă промышленность, аталаннă ял хуçалăхĕ. Наука тата инноваци. Яланах малалла туртăнни, тухăçлине ытларах тума тăрăшни палăрать.

Çапах та пирĕн чи пысăк пуянлăх кунта пурăнакан çынсем пулса тăраççĕ. Хаюллă паттăрсем, сăпайлă ĕçченсем, талантлă артистсемпе поэтсем, ÿнерçĕсем, спротсменсем, ăсчахсем.

Республикăра пурăнакансене пурне те ăнăçу, сывлăх, ырлăх тата аталану сунатăп!

Хаклă туссем, Республика кунĕ ячĕпе саламлатăп! Çуралнă кун ячĕпе сана, тăван Пушкăртстан!» - тенĕ салам текстĕнче.

Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене Республика кунĕпе саламланă
Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене Республика кунĕпе саламланă
Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене Республика кунĕпе саламланă
Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене Республика кунĕпе саламланă
Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене Республика кунĕпе саламланă
Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене Республика кунĕпе саламланă
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас