Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
1 Ноябрӗн 2025, 10:00

Василий Федорова Халăхсен туслăх орденĕпе наградăланă

Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ умĕн Пушкăртстан Республикин пуçлăхĕ Радий Хабиров республикăн паллă деятелĕсене чаплă лару-тăрура патшалăх наградисем парса чысланă.

Василий Федорова Халăхсен туслăх орденĕпе наградăланă
Василий Федорова Халăхсен туслăх орденĕпе наградăланă

Авăркас районĕнчи «Салават» КФХ ООО ертÿçи, РФ тата ПР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, Салават Юлаев орденĕн кавалерĕ, «Атайсал» проект участникĕ, чун-чĕрипе çĕре парăннă, чăвашлăхшăн пархатарлă ĕçсем тăвакан Василий Федоров Халăхсен туслăх орденне илме тивĕçнĕ.

Эпир чăваш арне черетлĕ награда илнĕ ятпа саламлатпăр, иксĕлми хастарлăхпа çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват сунатпăр.

Ирида НОВИКОВА.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас