Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
4 Ноябрӗн 2025, 12:00

Владимир Путин Пушкăртстанра пурăнакансене Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕпе саламланă

Çавăн пекех республика Раççей влаçĕсен тата икĕ представителĕнчен официаллă çырусем йышăннă. Вĕсене çĕршыв правительствин председателĕ Михаил Мишустин тата Атăлçи федераллă округăн полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров янă.

Владимир Путин Пушкăртстанра пурăнакансене Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕпе саламланă
Владимир Путин Пушкăртстанра пурăнакансене Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕпе саламланă

Раççей президенчĕ Владимир Путин хăйĕн салам çырăвĕнче Пушкăртстана тата унăн ертÿçине Радий Хабирова ырлăх-сывлăх, палăртнă плансене пурнăçа кĕртме тата чи ыррине суннă.

«Раççей яланах гражданла пĕршухăшлăх йăли-йĕркисемпе тата Раççей никама пăхăнманлăхĕпе ирĕклĕхĕшĕн пысăк ĕç тумалли шухăшсем тавра пĕрлешнипе вăйлă пулнă. Çавăнпа та паянхи кун халăх пĕрлĕхне упрасси – тĕреклĕ ориентир, çĕршыв аталанăвĕшĕн, унăн хăрушсăрлăхĕшĕн, пĕтĕмĕшле нацин сулмаклă теллевĕсене татса пама хывнă никĕс пулса тăрать», - тенĕ официаллă салам çырăвĕнче.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас