«Çак ятпа эпир, Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура автономийĕн хастарĕсем тата регионти 100 пине яхăн чăваш, Олег Алексеевича чун-чĕререн саламлатпăр.
Эсир, Олег Алексеевич, Чăваш Республикинче пурăнакансен гаранчĕ пулса тăратăр. Çавăнпа та кашни çын шăпишĕн яваплă. Эсир шăпах çакна тĕпе хурса куллен ырми-канми ĕçлени куç умĕнче. Çав вăхăтрах Чăваш Ен тулашĕнче пурăнакан йăхташсем çинчен те манмастăр. Уншăн Пушкăртстан чăвашĕсем сирĕн умăрта пуç таяççĕ. Эпир икĕ регион хушшинчи çыхăнусем малашне те тачă та çирĕп пуласса шанатпăр. Уралпа Атăла çыхăнтаркан çул яланах такăр пултăр, туслăх хапхи уçă тăтăр.
Хисеплĕ Олег Алексеевич, çуралнă кун ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, умра тăракан çивĕч ыйтусене тухăçлă татса пама вăй-хал та çирĕп кăмăл, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Халăх хисепĕ сире çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантартăр. Сирĕн командăра яланах шанчăклă та правур, чăваш тĕнчишĕн тăрăшакан ĕçченсем пулччĕр. Аслă ăру каларăшле «утас çулăр уçăлсах пытăр, ĕмĕтленни çитсе пытăр», - тесе саламлать Чăваш Ен Пуçлăхне Виталий Викторов ПР ЧНКА ертÿçи Пушкăртстан Республикинче пурăнакан чăвашсен ятĕнчен.
Юрий СНЕГОПАД.