-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров регионта пурăнакансене Раштав уявĕ ячĕпе саламланă.
«Пирĕн Пушкăртстан – нумай нациллĕ, нумай тĕнлĕ республика. Ĕмĕртен ĕмĕре кунта тĕрлĕ халăх тату та килĕшÿпе пурăнать. Пирĕн пĕр пек тĕллевсем тата пĕр пек хаклăхсем.
Республикăра пурăнакансемшĕн, мĕнле тĕне йышăннине пăхмасăр, ĕненÿ, шанăç, юрату, патриотизм, ыркăмăллăх паллисем çирĕп кăмăл-сипет (нравственный) ориентирĕсем пулса тăраççĕ.
Телей тата ырлăх сунатăп, сирĕн тăванăрсемпе çывăх çыннăрсем сывă пулччĕр. Пурне те татулăх тата ыррине сунатăп», - суннă республика ертÿçи.
Юрий СНЕГОПАД.