Ĕпхÿ хула администрацийĕн пуçлăхĕ Ратмир Мавлиев Белоруссинче пурăнакан Паралимп вăййисене хутшăннă Алексей Талай ячĕпе чĕрене пырса тивмелле салам сăмахĕсем çырса кăларнă.
«Этем-легенда, пирĕн пысăк тус Алексей Талай хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать. Унăн пурнăçĕ, ĕненмелле мар чун хавалĕ, авăнман çирĕп кăмăл çут тĕнчери миллионшар çынна хавхалантарать. Пирĕншĕн Алексей тăванла Белоруссинче пурăнса Ĕпхÿ хулишĕн çывăх çын пулса тăни уйрăмах хаклă. Вăл социаллă проектсене хутшăнни, пирĕн çамрăксемпе тĕл пулни тата СВО паттăрĕсене пулăшни пирĕн пĕрлехи ĕçе тÿпе хывни тата халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетни пулать», - тесе çырнă Ратмир Мавлиев.
Алексей – паллă спортсмен тата Беларусь Республикинчи мотивациллĕ тренер. Вун ултă çулта чухне вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи мина çинчен сирпĕннĕ, аллисемпе урисемсĕр тăрса юлнă, анчах та çирĕп кăмăл хавалне çухатман. Вăл ишессипе спорт мастерĕ, тĕнче тата Европа рекордсменĕ, бизнесмен, общество деятелĕ, нумай ача ашшĕ пулса тăнă ыркăмăллăх фончĕ йĕркеленĕ.
Юрий СНЕГОПАД.