Виçĕ ача çитĕнтерсе, вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн чунтан тав тăватпăр! Çулăрсене пăхмасăр халь те çав тери пултаруллă та маттур эсир пирĕн! Пÿрт-çурта тытса пыратăр, пире ăшшăн кĕтсе илетĕр. Эпир сирĕнпе мухтанатпăр, тав тăватпăр! Малалла та нумай-нумай çул хушши туслă та ырă-сывă пурăнмалла пултăр. Эсир тунă пысăк çуртăн чÿречисенче яланах çутă çунтăр, ăшă пултăр. Кервен (бриллиант) туй ячĕпе сире!
Кил тĕрекĕ – атте, чун тĕрекĕ – анне,
Йышăнсамăр тăван ачăрсен саламне.
Сиртен хаклă çынсем урăх çук тĕнчере,
Сирĕн çутă сăнарăр пирĕн чун-чĕрере.
Ăшă салампа – хĕрĕпе кĕрÿшĕ, ывăлĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсем, тăванĕсем.