САЛАМЛАНИСЕМ
11 Марта , 06:00

Лука Матвеевич ГРИГОРЬЕВ

Шаран районĕнчи Юмаш ялĕнче пурăнакан сумлă шурсухала, хисеплĕ Лука Матвеевич ГРИГОРЬЕВА 90 çулхи юбилей ячĕпе!

Лука Матвеевич ГРИГОРЬЕВЛука Матвеевич ГРИГОРЬЕВ
Лука Матвеевич ГРИГОРЬЕВ

Лука Матвеевич, çак ялта пурăнакансенчен, кунта çуралса ÿссе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕ тăрăх саланнă çынсенчен чун-чĕререн тухакан чи ăшă та çутă салама йышăнсамăр. Эсир пирĕншĕн вăрăм ĕмĕрлĕ çын çеç мар, пĕчĕк Тăван çĕршывăн историйĕ, çирĕп кăмăл, ĕçченлĕх, тăван çĕре чунтан юратнин тĕслĕхĕ.
Сире тĕрлĕ саманара, йывăр вăрçă вăхăчĕпе ун хыççăнхи çулсенче пурăнма тÿр килнĕ, апла пулин те эсир яланах пысăк чĕреллĕ çын пулнă, кашнинех ĕçпе те, сăмахпа та пулăшнă. Сире ырă ĕçĕрсемшĕн, кăмăлăршăн, тăрăшулăхăрпа çивĕч ăсăршăн тав тăватпăр. Пирĕнпе юнашар çакăн пек чаплă çын пулнишĕн мăнаçланатпăр. Кашни кунпа савăнса пурăнма çирĕп сывлăх, савăнăç тата телей сунатпăр.
Хисеплесе те тав туса – Юмаш ялĕнче пурăнакансемпе çак ялта çуралса ÿснисем.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас