-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Юратнă çыннăмăр, сана çак паллă кун ячĕпе саламласа уйӑх пек ҫутӑ кун-ҫул, ҫурхи хӗвел пек ырӑ кӑмӑл, инҫет ҫул евӗр вӑрӑм ӗмӗр, чӑваш юманӗ пек ҫирӗп сывлӑх, куҫ тулли телей, тус-тӑвансемпе шăкӑлтатса пурӑнма ҫутӑ ӑраскал сунатпӑр. Ӗҫре тата та ытларах ҫитӗнӳ тума вӑй-хал хутшӑнсах пытӑр.
Юбилей телей çеç илсе килтĕр,
Хуйхă-суйхă ирттĕр айккинчен,
Ырлăх-сывлăх Турă парнелетĕр,
Эпир хисеплетпĕр сана чĕререн.
Чунтан юратса – мăшăрĕ, хĕрĕсемпе ывăлĕ, кĕрÿшĕпе кинĕ, мăнукĕсем тата хуняшшĕпе хунямăшĕ.