САЛАМЛАНИСЕМ
12 Апреля , 08:00

Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене Мăнкун ячĕпе саламланă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ республикăри христиан тĕнне ĕненекен çынсене Мăнкун уявĕпе саламланă.

Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене Мăнкун ячĕпе саламланăРадий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене Мăнкун ячĕпе саламланă
Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене Мăнкун ячĕпе саламланă

«Темиçе ĕмĕрсем хушши республикăра пурăнакан тĕрлĕ халăхсемпе тĕрлĕ тĕне ĕненекенсемшĕн Пушкăртстан тăван кил пулса тăрать. Эпир пĕр-пĕринпе юнашар хамăрăн ырлăхшăн тăрăшатпăр, пĕрле ачасем çитĕнтеретпĕр. Пĕр-пĕрин хулпуççи тĕревне туйса тăшмана хирĕç çапăçатпăр. Тĕрлĕ чĕлхепе хамăрăн салтак-офицерсемшĕн кĕл тăватпăр, Турăран хăвăртрах тăнăçлăх килтĕр тесе ыйтатпăр, ырă йалапа уявсене ирттеретпĕр.

Çутă Христос чĕрĕлсе тăни символла майпа вилĕме çĕнтернине çирĕплетет. Чĕресем савăнăçпа тулаççĕ, вăл шанчăк парнелет. Пĕтĕмĕшле хаклăхсене аса илтерет, шăпах вĕсем пирĕн халăхсемшĕн кăмăл-сипет тĕревĕ пулса тăраççĕ.

Пурне те сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп. Сирĕн çемйĕрсенче килĕшÿпе ырă туйăмсем хуçаланччĕр», - тесе çырнă Радий Хабиров хайĕн социаллă сечĕсенче.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас