

Хаклă çыннăмăра чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, тулăх та савăк пурнăç, тулли телей те ăнăçу, такăр кун-çул сунатпăр. Нихăçан та хăвăнта пур паха енсене ан çухат, яланах паянхи пек хаваслă, ăш-пиллĕ, анлă тавракурăмлă, ăслă, илĕртÿллĕ, вашават пул. Киле килекенсене ырă та çепĕç туйăмпа кĕтсе илме çĕкленÿллĕ кăмăл, чăтăмлăх сунатпăр. Сĕтелÿ çăкăр-тăвартан нихăçан та ан татăлтăр. Малашне те умрине курма, хыçа юлнине хисеплеме пĕл. Чунупа хальхи пек çамрăк пул, чĕрÿ çурхи кун пек юрлатăр. Çывăх çыннусен ăшшипе киленсе пурăнмалла пултăр.
Юбилей телей çеç илсе килтĕр,
Хуйхă-суйхă ирттĕр айккинчен.
Ырлăх-сывлăх Турă парнелетĕр,
Эпир хисеплетпĕр чĕререн.
Ăшă салампа – Мурманск облаçĕнче пурăнакан Галинăпа Марс, Дениспа Дамир Юсуповсем.