

Авăркас тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, Çтерлĕ хулинче пурăнакан канăçсăр чĕреллĕ таврапĕлÿçĕ Мударис Сафин май уйăхĕн 2-мĕшĕнче хăйĕн 65 çулхи юбилейне паллă турĕ. Хаклă ĕçтешĕмĕр 20 ытла кĕнеке авторĕ шутланать. Çав шутра: «История возникновения и развития деревни Чувашские Карамалы. Генеологическое древо первопоселенца Никиты Авдокима», «История села Чувашские Карамалы. XX век», «История села Бишкаин», «История села Семенкино» тата ыт.те. Çавăн пекех вăл Авăркас районĕнчи чи ватă Мустафино ялĕн историне тĕпчес ĕçе пысăк тÿпе хывнă. Чăваш наци академикĕ Чăваш тата Пушкăртстан республикисен хисеплĕ таврапĕлÿçи ята, çыравçăсемпе журналистсен хайлавĕсен «Моя малая Родина» Пĕтĕм Раççейри конкурсĕнче «Документалистика» номинаци дипломне тивĕçнĕ. Унсăр пуçне Г.Ибрагимов тата В.Николаев ячĕллĕ премисен лауреачĕ шутланать.
Хисеплĕ Мударис Харисович, юбилей ячĕпе сире чĕререн саламлатпăр. Вăл сирĕншĕн калама çук телейлĕ те ăнăçлă пултăр. Ĕç кăмăла çырлахтартăр, чи хаклă ĕмĕт пурнăçлантăр, ытларах çитĕнÿсем тума вăй-хал ан чактăр. Пуррине пĕрле пайлама, çуккине шыраса тупма çумра çывăх çынсемпе тус-тăвансем пулччăр. Çирĕп сывлăх тата çутă ăраскал сунатпăр. Эсир çĕршер ял, çын историне тĕпчесе малашнехи ăру валли калама çук пысăк пуянлăх хăваратăр, архивсенчи тусан айне путнă документсене çĕклесе иртнĕ пурнăç чăнлăхне çиеле кăларатăр. Сире сумлă та пархатарлă ĕçшĕн тав тăватпăр.
Ăшă салампа – Çтерлĕ хулинчи чăваш наципе культура автономийĕ.