Урал сасси
+16 °С
Ясно
САЛАМЛАНИСЕМ
17 Мая , 09:00

Лидия Александровна МАВЛЮТОВА-ШУРÇĂЛ

Пишпÿлек тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Пелепей районĕнчи Усень Иваново ялĕнче пурăнакан пултаруллă сăмах ăстине, куçаруçа, ЧР Писательсен союзĕн тата «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн пайташне Лидия Александровна МАВЛЮТОВА-ШУРÇĂЛА 75 çулхи юбилей ячĕпе саламлатпăр.

Лидия Александровна МАВЛЮТОВА-ШУРÇĂЛЛидия Александровна МАВЛЮТОВА-ШУРÇĂЛ
Лидия Александровна МАВЛЮТОВА-ШУРÇĂЛ

Хисеплĕ ĕçтешĕмĕр, эсир чăваш тĕнчине илем кÿме çуралнишĕн эпир нимĕн чухлĕ те иккĕленместпĕр. Эсир çырнă тарăн шухăшлă йĕркесем вулакана кулленхи утăма виçеллĕ те шанчăкпа тума хистеççĕ, шÿт-кулăшăрсем савăнăç парнелеççĕ, вĕрентсе, ăс парса калани çамрăк арушăн çеç мар, аслисемшĕн те вырăнлă. Çак тивĕçе малашне те тухăçлă пурнăçа кĕртме сунатпăр, çĕнĕ хайлавсемпе пире савăнтармалла пултăр.

Хисеплĕ Лидия Александровна, сире çавра çулпа саламласа çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, тулăх та савăк пурнăç, пултарулăх анинче тата пысăкрах çитĕнÿсем тума сунатпăр. Хуйхă-суйхи сиртен аякран пăрăнса ирттĕр, тăванусемпе çывăх çыннусен пулăшăвне туйса пурăнмалла пултăр. Çĕр çинче мĕнпур таси, ырри, телей кÿрекени сирĕн çулпа уттăр.

Хисеплесе – «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсем, «Шуратăл» литпĕрлешÿ пайташĕсем.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас