

Хаклă çыннăмăрсем, сире юратса тата хисеплесе юбилей ячĕпе чĕререн саламлатпăр. Сывлăхăр хурçă пек çирĕп, кăмăлăр сар çу пек çемçе, пурнăçăр телейлĕ пултăр. Хуйхă-суйхă сиртен аякран пăрăнса ирттĕр, ĕмĕтĕрсем пурнăçа кĕрсе пыччăр. Кулленхи кашни самантпа, ачăрсемпе, мăнукăрсемпе савăнса, ырă курса пурăнмалла пултăр.
Аттепе анне юнашар пулсассăн эпир чи телейлисем, чи пултаруллисем. Çавăнпа та пире чун парса тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕшĕн, ăс панăшăн çĕре çити пуç таятпăр. Ан чирлĕр, ан ватăлăр нихăçан, пулăр хаваслă, кăмăллă ялан. Эпир сире юрататпăр, эсир пуррипе хавхаланатпăр, мăнаçланатпăр.
Уявпала ăш пиллĕн саламлатпăр
Ача-мăнук пĕрле пуçтарăнса.
Сÿнми телей, хаваслă кун сунатпăр,
Нумай çулсем пурăнăр ыр курса.
Ăшă салампа – хĕрĕсем, кĕрÿшĕ тата мăнукĕсем.