+8 °С
Дождь


Ватлăх
Кун-çулсем иртсе пыраççĕ
Шеллемесĕр çынсене.
Çÿç пĕрчисем шуралаççĕ
Систерсе ватăлнине.
Куç кĕски те кăтартать
Пит-куç пĕркеленнине.
Вăл пĕртте улталамасть
Кун-çул чакса пынине.
Çамрăк чун çеç парăнмасть
Шав юхать-çке малалла.
Хуйхăрса куççуль тăкмасть
Унăн халь пурăнмалла.
Инçете куçĕ курмасть –
Куçлăх тăхăнса ярать.
Ури те хăвăрт утмасть,
Аллине туя тытать.
Ĕçлеме те пултарать,
Выльăх-чĕрлĕх те пăхать.
Пахча çимĕç те акать,
Кирлĕ пулсан шăварать.
Мăнуксемшĕн – кукамай,
Кÿршĕсемшĕн – çывăх тус.
Тăванĕсем пит нумай,
Вĕсемшĕн ялан хавас.
Елена ДАНИЛОВА.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.