

Регион ертÿçи патшалăх пуçлăхĕ Владимир Путин Пушкăртстана пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă. Вăл пулăшнипе социаллă тата инфратытăм объекчĕсем çĕкленеççĕ.
«Шкулсене йĕркене кĕртетпĕр, аслă пĕлÿ сферине тата наукăна аталантаратпăр, çĕнĕ сывлăх сыхлав учрежденийĕсемпе спорт центрĕсем уçатпăр. Çакăншăн ăна тав тăватпăр. Пушкăртстан тĕреклĕ регион пулнă, пулать те. Эпир республикăра пурăнакансем пурте пĕрле Президентăн йышăнăвесене ырлатпăр. Çăмăл мар вăхăтра пирĕн ентешсем Тăван çĕршыва хÿтĕлеççĕ. Раççейри мĕнпур çынсемпе пĕрле Çĕнтерÿшĕн эпир пурне те тăвăпăр, уншăн пирĕн регион çынсем, промышленность, пĕтĕм республика ĕçлет.
Фронта пулăшнă май социллă экономикăна аталантарасси, социаллă ыйтусене татса пама сăмах пани, çемьесен ырлăхне ÿçтересси çинчен те манмастпăр. Çакă та вăл патшалăх пирĕн ума лартнă тĕллевсенчен пĕри пулать. Эпир вĕсене пурне те пурнăçа кĕртĕпĕр.
Хисеплĕ Владимир Владимировича чун-чĕререн нумай çуллăха çирĕп сывлăх, Раççейшĕн çĕнĕ çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсем тума сунатăп», - тенĕ Радий Хабиров.
Юрий СНЕГОПАД.