

«Паян эпир çамрăк, анчах та çутă та илемлĕ уяв – Пушкăртстанри Наци ташши кунне - паллă тăватпăр. Çак куна ăнсăртран суйласа илмен – октябрĕн 21-мĕшĕнче пирĕн паллă хореограф, республикăри Патшалăх ташă ансамбльне йĕркелекен Файзи Гаскаров çуралнă. Вăл ташă халахăн чунĕ тесе çирĕплетнĕ. Паянхи кун унăн ăслă шухăшне эпир ÿнерĕн çак тĕсне мĕнле хак пани урлă
кăтартса паратпăр», - тесе çырнă Радий Хабиров.
Республика Пуçлăхĕ тĕрлĕ халăхсен туслăхĕ чĕлхене, культурăна, йала-йĕркене хире-хирĕç хисепленинче пулнине палăртнă. Çавăнта нумайнациллĕ Пушкăртстанăн тата çĕршывăн вăй-хăвачĕ упранать. Унăн шухăшĕпе паянхи уяв пĕр-пĕрне çывăхрах ăнланмалли лайăх сăлтав пулса тăрать.
«Пурне те уяв ячĕпе саламлатăп!»,- тенĕ Радий Хабиров хăйĕн салам текстне вĕçленĕ май.
Юрий СНЕГОПАД.