Çавра сĕтеле çут çанталăк ресурсĕсен шайĕнче, культурăпа çут ĕç сферинче вăй хуракан паллă специалистсем хутшăннă.
Спикерсенчен пĕри, «Янган-Тау» геопаркăн директорĕ Айрат Галиев, «Евразийская сеть геопарков» патшалăхсем хушшинчи проект çинчен каласа панă, Еврази экономика союзĕн патшалăх-пайташĕсенчи тата сăнавçисенчи геопарксене аталантармалли планпа паллаштарнă. Вĕсене пурне те Еврази геопаркĕсен çыхăнăвне – ЮНЕСКОн регионти геопарксен пиллĕкмĕш сечĕ – кĕртĕç.
- Проекта Еврази экономика союзне кĕнĕ патшалăх-пайташĕн тата сăнавçин тăватă представителĕ хутшăнĕ: Раççей, Казахстан, Кăркăсстан тата Узбекистан. Вĕсем пурте Еврази геопаркĕн ассоциацин пайташĕсем шутланаççĕ. Ассоциацине 2024 çул пуçламăшĕнче «Янган-Тау» геопаркра штаб-хваттер уçнипе йĕркеленĕ, - тенĕ Айрат Галиев.
«Научно-производственный центр по охране и использованию недвижимых объектов культурного наследия Республики Башкортостан» директорĕ Данир Гайнуллин регионта музейпе туризм инфраструктурине йĕркелессипе çыхăннă доклад тунă. Тĕслĕх вырăнне «Шульган-Таш» çĕр хăвăлне илсе кăтартнă. Шăпах кунта историпе культура музей комплексне йĕркелессипе çыхăннă пысăк проекта пурнăçа кĕртнĕ. Çĕр хăвăлĕнче усă курмалли пусмасене улăштарнă, стенасене курма килекенсем çырса хăварнисенчен тасатнă. 2022 çулта «Шульган-Таш» территоринче музей комплексĕ уçнă. Кунта вырнаçнă экспозици çын эволюцийĕ, чул ĕмĕрĕнчи пĕлтерĕшлĕ пулăмсем, çĕр хăвăлĕн уйрăмлăхĕсем çинчен каласа парать.
Çавра сĕтел вăхăтĕнче Шапошников ячĕллĕ Хусанти патшалăх çут çанталăк биосфера усравлăхĕн директорĕн çумĕ Ольга Пегова сăмах каланă. Спикер туристсен йышĕ ÿснине, анчах вĕсен юхăмне тан мар уйăрнине (пĕр вырăнта туристсем нумай, тепĕр çĕртре çукпа пĕрех) палăртнă.
Çав вăхăтрах «Новая среда для жизни» НОЦ директорĕ Лариса Белан Пушкăртстанра та çак ыйту çивĕч тăнине çирĕплетнĕ. Икĕ ен асăннă çитменлĕхе тĕп тăвас тесе пĕрле ĕçлеме килĕшсе татăлнă.
Çавăн пекех çавра сĕтел вăхăтĕнче париотизм тата çут ĕç проекчĕсене те сÿтсе явнă.