Урал сасси
+20 °С
Облачно
Очистить
1
Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пушкăртстанра эрех-сăра сутма чарĕç
Пĕлÿ кунĕнче республикăра эрех-сăра сутма чарĕç тесе пĕлтерет тĕп хула мэрийĕ.
26 Августа , 13:00
2
Темиçе çут çанталăк пушарне сÿнтернĕ
Пушкăртстанра иртнĕ талăкра типĕ ÿсен-тăран çуннин пилĕк тата вăрман пушарĕн икĕ тĕслĕхĕсене регистрациленĕ.
26 Августа , 12:00
3
Юрă ĕçлеме вăй-хал парать
Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнчи нумай функциллĕ культура çурчĕн ĕçченĕсем тыр-пул акса ÿстерекенсем валли уяв йĕркеленĕ.
26 Августа , 11:00
4
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче шкулӗсенче телефонсемпе усă курма чарĕç
 Сентябрь уйăхĕн 1-мӗшӗнчен ҫӗршыври пур шкулсенче те телефонсемпе усӑ курма чарӗҫ. Кун пирки РФ ҫут ӗҫ министрӗ Сергей Кравцов пĕлтернĕ.
26 Августа , 10:00
5
СВО ветеранĕ хăйĕн ĕçне уçнă, çынсене телейлĕрех тăвать
Салават хулинчи ятарлă çар операцийĕн ветеранĕ Иван Зуев фронтран таврăнсан усламçă ĕç-хĕлне пуçарса янă. Çакăн пирки СВО ветеранĕсен ассоциацийĕ каласа панă.
26 Августа , 09:00
6
Десять бойцов из Башкортостана сразятся на турнире по кулачным боям в Уфе
В столице Башкирии готовятся принять масштабное спортивное событие: 29 августа во Дворце борьбы состоится второй в истории республики профессиональный турнир по кулачным боям «Прайм Файтинг Чемпионшип». Соревнования проводятся в рамках государственной программы «Спорт России».  
26 Августа , 08:00
7
Кистенлĕ ялĕнче кăмăс тума пуçлĕç
Пишпÿлек район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Семенов хăйĕн МАХ-каналĕнче пĕлтернĕ тăрăх, Кистенлĕ ялĕнче малашлăхлă çĕнĕ производство уçăлма пултарать. Лашасем ĕрчетекен Владислав Леонтьев хăйĕн ĕçне анлăлатма, кăмăс туса илессине йĕркелеме шутлать. Халĕ унăн хуçалăхĕнче 15 пуç лаша пур, анчах фермер тунă ĕç çинче çеç чарăнса тăрасшăн мар.
26 Августа , 07:00
8
Эрехĕрри ял хутлăхĕ аталану çулĕпе малалла утать
Çак кунсенче Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ял Канашĕн территорийĕнче район администрацийĕн тухса çÿрекен канашлăвĕ иртрĕ.
26 Августа , 06:00
9
Нумай ача ашшĕ путакан икĕ çулхи арçын ачана çăлса хăварнă
Çуллахи пĕр ăшă кун Калтасă салинчи пĕр çемьешĕн чутах инкекпе вĕçленмен. РФ  Шалти ĕçсен министерствин Калтасă районĕнчи уйрăмăн официаллă ĕçченĕ Айгуль Галиева пĕлтернĕ тăрăх, иккĕри ача беговелпа (педальсăр велосипед) ярăннă. Унăн ашшĕ-амăшĕ вăхăтлăха çеç тимлĕх çухатнă, çав самантра шăпăрлан урампа юханшыв хĕррине килсе тухнă.
26 Августа , 05:00
10
Пултаруллă вĕрентекене хисеплĕ ят парса чысланă
Август уйăхĕн 21-мĕшĕнче Ишимбай хулинче республикăри вĕрентекенсен йăлана кĕнĕ августри конференцийĕ иртнĕ. Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров унта пленарлă ларăва уçнă май, вĕренÿ организацийĕсенчи педагогсемпе воспитательсене, наставниксемпе ертÿçĕсене тав тунă.
26 Августа , 04:00
11
Пушкăртстанра парта хушшине 502 пин шкул ачи ларĕ
Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пушкăртстанри шкулсене 502 пин ача килĕ, вĕсенчен 41 пинĕшĕ пуçласа пĕрремĕш класа, 119 студент колледжсене кайĕ.
25 Августа , 12:00
12
Пÿлмесене 1,9 млн тонна тырă кĕртнĕ
ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăра вырма экватора çитнĕ.
25 Августа , 11:00
13
Сто старшеклассников из ЛНР познакомились с наукой Башкортостана
100 старшеклассников и их педагогов из Луганской Народной Республики находятся в Уфе с 16 по 26 августа в рамках образовательно-туристского проекта «Университетские смены». Одной из остановок маршрута стал Межвузовский студенческий кампус Евразийского НОЦ, где ребята побывали в лабораториях и увидели научные разработки Башкортостана. Принимает школьников вуз-участник Евразийского НОЦ мирового уровня Башкирский государственный университет им. Акмуллы.
25 Августа , 10:00
14
15 ҫулхи спортсменка йывӑр атлетикăпа Европа ӑмӑртӑвӗнче медаль ҫӗнсе илнӗ
Косово Республикинчи Приштина хулинче (Кăнтăр Хĕвел тухăç Европа, Балкан çурма утравĕ)  йывӑр атлетикăпа Европа первенствин ăмăртăвĕсем иртеççĕ.
25 Августа , 09:00
15
Киркоров Шупашкарти топ-моделе юратнине халӑх умӗнче каланӑ
Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ, Раҫҫей халӑх артисчӗ, 59 ҫулти Филипп Киркоров Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ 20-ри хӗре, 2024 ҫулта «Раҫҫей мисӗ» пулса тӑнӑ Валентина Алексеевӑна юратнине пӗлтернӗ. Ҫакна вӑл халӑх умӗнчех каланӑ.
25 Августа , 08:00
16
Ĕпхÿре пурăнакан хĕр велосипедпа Пӑрлӑ океана ҫитнӗ
Ĕпхÿ хулинчен велосипедпа çула тухнă Ксения Салазанова Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океана ҫитнӗ.
25 Августа , 07:00
17
Ял çынни мĕнле ĕçпе йăпанмаллине уйласа тупать
Хальхи вăхăтра ялта ĕç пулманнипе кашни хăй тĕллĕн тупăш тума тăрăшать. Ял çыннисем выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усраса аш-какай, сĕт-çу, вăрманти кăмпа-çырлапа сиплĕ курăк, милĕк, хурт-хăмăр ĕрчетсе пыл сутса, çурма фабрикатсем хатĕрлесе, тортсем пĕçерсе, строительство ĕçĕсем туса укçа ĕçлесе илме тăрăшаççĕ.
25 Августа , 04:00
18
Ювелир магазинĕн ĕçченĕ паха капăрлăхсем вăрланă
Ĕпхÿ хулинчи Калинин район прокуратури хулари пĕр ювелир лавккинче сутуçă-консультантра ĕçленĕ хĕрарăм тĕлĕшпе пуçарнă ĕç пирки айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ.
24 Августа , 13:00
19
Пушкăртстанри вунă шкулта харпăр хăйне тыткаланăшăн паллăсем лартĕç
Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе  шкулти вĕренекенсен тыткаларăшне хаклама пуçлĕç.
24 Августа , 12:00
20
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Полина Дмитриева гимнасткăпа унăн тренерне чысланă
Республикăн управлени центрĕнче (ЦУР)  иртнĕ правительствăн черетлĕ канашлăвĕнче республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров савăнăçлă лару-тăрура Европа шайĕнчи ăмăртура спорт гимнастики енĕпе çĕнтернĕ Полина Дмитриевапа унăн наставникне Елена Кайгулована саламласа чыслав процедури йĕркеленĕ.
24 Августа , 11:00