Урал сасси
-4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ăрусен çыхăнăвĕ
20 Нарӑсӑн , 10:40

Амăшĕн савăнăçĕ тата пăшăрханăвĕ

Çак кунсенче «Урал сасси» хаçат редакци ячĕпе салтак амăшĕнчен çыру килсе çитрĕ. Унăн авторĕ – «Асра тытчăр» проект хастарĕ, Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, паянхи кун Самара тăрăхĕнчи Сызрань хулинче пурăнакан Маргарита Григорьева. Маргарита Елизаровнăн пĕртен-пĕр ывăлĕ ятарлă çар операцинче Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлать. Çулталăк хушшинче ахаль салтакран лейтенант званине тивĕçнĕ. Амăшĕ хăй савăнăçне, пăшăрханăвне пирĕнпе пайласшăн пулчĕ.

Амăшĕн савăнăçĕ тата пăшăрханăвĕ
Амăшĕн савăнăçĕ тата пăшăрханăвĕ

Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 79 çул çитет. Çĕнтерÿ çулĕ йывăр та асаплă пулнă. Фашистсем пирĕн çĕршыв çине сасартăк тапăнсассăн В. Лебедев-Кумачăн «Сăваплă вăрçă» («Священная война») юрринчи сăмахсем чĕнсе каланă пек пур халăх та фашизма хирĕç кар! тăнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă асаттесен, аттесемпе пиччесен, ĕмĕр-ĕмĕрех çамрăк юлнă салтаксемпе офицерсен ячĕсем, вĕсен тĕлĕнмелле паттăрлăхĕсем ĕмĕрлĕхех пирĕн чĕресенче упранĕç.
Иртнĕ вăрçă суранĕсем ÿт илме пуçланăранпа вăхăт нумай та иртмерĕ, фашизм юлашкисем татах пуç çĕклеме пуçларĕç. Шел пулин те, хальхинче Тăван çĕршыва хÿтĕлеме пирĕн мăшăрсене, ачасене, мăнуксене черет çитрĕ. Юратнă çыннăмăрсем хăйсене шеллемесĕр çапăçусенче тĕлĕнмелле паттăрлăх кăтартаççĕ. Иртнĕ çул манăн ывăл та, Олег Давыдов, çар контрактне алă пусса Украинăри ятарлă çар операцине мирлĕ пурнăçшăн кĕрешме тухса кайрĕ.
Ывăлăм – Çар хирĕçтăрăвĕсен ветеранĕ. Çулталăк хушшинче ахаль салтакран офицера çитрĕ. Шанса панине тÿрĕ кăмăлтан пурнăçлаканскере рота командирĕн çумĕ – политрук пулма çирĕплетрĕç, «Ятарлă çар операцийĕн участникне» тата «Çар паттăрлăхĕшĕн II cтепень» медальсемпе чысларĕç. Малашне те хăйĕн пурнăçне çарпа е хĕç-пăшаллă вăйсемпе çыхăнтарасшăн.
Ятарлă çар операцине кайиччен Олег – Пермьри патшалăх университетĕнче тата Мускаври ядерлă наукăпа тĕпчев институтĕнче техника дисциплинисен преподавателĕ пулса ĕçлетчĕ. Шкул саккинченех «суворовец» пулма ĕмĕтленетчĕ. Вăл – кукашшĕн, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕн,1903 çулта Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Елизар Константинович Григорьевăн, паттăрла ĕçĕсене тивĕçлĕн малалла тăсаканĕ.
Манăн атте 1941 çулхи ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 1946 çулчченех пĕрремĕш Украина фронтĕнчи 121 гварди дивизийĕн 342 номерлĕ çар чаçĕнче тăшмана хирĕç кĕрешнĕ. Икĕ хутчен аманнă: 1943 çулхи август уйăхĕнче Орел хули патĕнче тата 1944 çулхи февраль уйăхĕн 22-мĕшĕнче. Ăна икĕ хутчен «Çапăçура палăрнăшăн» медальпе наградăланă. Аттешĕн вăрçă Австри çĕршывĕнчи Хорм хулинче вĕçленнĕ. Дунай юхан шывĕ урлă каçнă чух йывăр аманнă, хăрах куçĕсĕр тăрса юлнă тата урине суранлатнă.
Манăн анне Наталья Семеновна Григорьева (Афанасьева) – тыл ĕçченĕ. Вăл 1911 çулта çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче виçĕ хутчен Ĕç арминче вăрман хатĕрленĕ çĕрте пулнă, чугун çул çинче, уй-хирте ĕçленĕ. Тылра вăй хурса фронта калама çук пысăк пулăшу кÿнĕ, çĕнтерĕве çывхартнă.
Раççей кирек хăш вăхăтра та паттăрсем çуратнă. Совет салтакĕсемпе офицерĕсем присягăна нихăçан та пăсман. Паттăр пулса çуралмаççĕ. Кăткăс лару-тăрура ырă та пархатарлă ĕçсем туса паттăра тухаççĕ. Февраль уйăхĕн 24-мĕшĕнче пирĕн çĕршыв наци режимĕпе кĕрешме пуçланăранпа икĕ çул çитет. Паянхи кун хăйсен аслашшĕ-кукашшĕсемпе мăн аслашшĕ-кушшĕсен паттăрлăхĕсене тивĕçлĕн малалла тăсакан çĕнĕ ăру пур. Паттăрлăх вăл – хăвăн тивĕçне Тăван çĕршывупа унăн çыннисене юлашки вăю юлмиччен хÿтĕлесси, пурнăçласси. Эпир пур вăрçă паттăрĕпе те мăнаçланатпăр. Хăв халăх историне тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлмесĕр Тăван çĕршывна чăннипех те юратма май çук.
Юлашкинчен çакна та каласа хăварас килет. Нумай пулмасть ывăл аллине амантса госпитальте сипленчĕ. Госпитальти салтаксем патне шкул ачисем çырнă виç кĕтеслĕ çырусем илсе килнĕ.
«Ырă кун пултăр, хаклă салтак. Эпĕ Савелий ятлă. Пысăк Соснова ялĕнче пурăнатăп. Пысăк тав сана çапăçусенче паттăр та хăюллă пулнăшăн. Упрăр хăвăра. Эпир сирĕнпе, сирĕн паттăрла ĕçĕрсемпе мăнаçланатпăр. Ырă-сывă таврăнмалла пултăр. Çĕнтерÿшĕн, пурнăçшăн!!!», – тесе çырнă унта.
Олег пĕлтернĕ тăрăх, шкул ачисем çырнă çырусем хавхалануллă кăмăл-туйăм парнелеççĕ.
– Тавах ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене, вĕрентекенсене, – тет салтак вĕсене ăшшăн тав туса.
Мĕнпур ăру паттăрĕсене пуç тайса тата
хисеплесе –
Маргарита ГРИГОРЬЕВА.
Сызрань хули.

Амăшĕн савăнăçĕ тата пăшăрханăвĕ
Амăшĕн савăнăçĕ тата пăшăрханăвĕ
Амăшĕн савăнăçĕ тата пăшăрханăвĕ
Амăшĕн савăнăçĕ тата пăшăрханăвĕ
Амăшĕн савăнăçĕ тата пăшăрханăвĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: