Районта чăннипех те шыв саппасĕ пысăк: çирĕм кÿлĕ те çирĕм юхан шыв (пурте пĕлекен Ăх шывĕ те кунтанах пуçланать), 270 çăлкуç. Çав шутра пĕчĕккисем те, хурăн вăрманĕсем хушшинче çухалса кайнисем те, ывăлĕсем ашшĕ-амăшĕсене тав туса ят панисем те, района Раççей шайĕнче чапа кăларнисем те пур. Вĕсене чĕрĕ çăлкуçсем теççĕ. Çав çăлкуçсенчен илнĕ шывсене лабораторине ярса анализ тунă хыççăн Пишпÿлекри шывсенче сывлăхшăн усăллă минералсем пуррине тупса палăртнă.
Касимовка ялĕ çывăхĕнче ту айккинчен тапса тăракан çăлкуç пур. Ун йĕри-тавра йывăçсем ÿсеççĕ. Вырăнта пурăнакансем унта килсе фляга-флягипе шыв тултарса каяççĕ. Унран уйрăмах чей тутлă, çемçе пулать теççĕ.
– Тĕпне юлнă шыва тăкма тытăнтăм та витре çине маларах ларнă кăм тухса ÿкрĕ. Акă шывăн тĕлĕнмелле вăйĕ, – каласа панă тивĕçлĕ канури пĕр ватă.
Ку çăлкуçа Камиля çăлкуçĕ теççĕ. Тĕрĕсрех каласан, ывăлĕ ăна ĕçчен те сăпайлă амăшĕ ячĕпе çапла ят панă. Арçыннăн ачалăхĕ çăлкуç тапса тăракан уçланкăра утă çулса, пуçтарса иртнĕ. Кăмăлне кайнă вырăна хăтлă та илемлĕ тăвас шутпа вăл çăлкуçа тасатнă, икĕ беседка лартнă, çăкаран арка туса ун çине «Камиля çăлкуçĕ» тесе çырса хунă. Халĕ çак сиплĕ шыв патне Касимовкăран çеç мар, юнашар ялсенчен те килсе çÿреççĕ.
Çавăн пекех район территорийĕнче тарăн историллĕ çăлкуçсем те пур. Хушăлка ялĕнчи Иван манах çăлкуçĕнчи (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕк) шывăн тутипе асамлă вăйне пишпÿлексем çеç мар, ытти республикăсенче пурăнакансем те пĕлеççĕ. Хушăлкасем кунта тĕрлĕ регион номерĕллĕ машинăсене курма хăнăхнă ĕнтĕ. Килен-каянсене ункайлă пултăр тесе çăлкуç патне çитмелли схемăна ÿкернĕ баннер та çакнă. Илемлĕ айлăмра ларакан йывăç пурана асăрхамасăр иртсе каяймăн. Шалта – шыва кĕмелли купель. Ун патне илсе каякан сукмакăн икĕ айккипе те шуратнă чулсем выртаççĕ. Иван манах çăлкуçĕнче шыва кĕрсессĕн кунĕпе ĕшенни те иртсе каять, çын хăйне çĕнĕрен çуралнă пек туять. Çапла асамлă вăй-хăватлă çак çăлкуç. Вăл ту çийĕнчен пуçланать. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче Турра ĕненекен Иван Осипов ятлă арçын ялтан уйрăлса тухса çак çăл патĕнче çĕр хăвăлĕ чавнă. Çынсем ун патне çылăх каçарттарма тата тĕрлĕ чирсенчен сипленме çÿренĕ. Манах Иванĕ (çынсем ăна çапла чĕннĕ, – авт.) вĕсене асамлă çăлкуç шывĕпе сипленĕ. Вăл Турра кĕл тума Хăтаруçă чиркĕве, Сергиев-Троицк лаврине, Çĕнĕ Иерусалим таран çитнĕ. Ĕмĕрлĕх канлĕхне тăван ял çывăхĕнче тупма ĕмĕтленсе çăлкуç патĕнче чулран хăйне валли тупăк касса кăларнă. 1932 çулта Манах Иванне арестлесе тĕрмене янă. Урăх ун çинчен илтекен-тăвакан пулман. Анчах та унăн ятне панă çăлкуç нихăçан та пĕччен юлмасть. Хушăлка – ахаль ял мар. Вăл чăваш поэзи классикĕн К.В. Ивановăн «Нарспи» поэминчи Тăхтаман ялĕ. Силпи ялĕнче пурăнакан чипер хĕр Нарспи Хушăлка ялне качча тухать, мăшăрне, Тăхтамана, наркăмăш парса вĕлерет. Кашни çын – пĕр тĕнче, кашни вил тăпри чулĕ айĕнче – тĕнче историйĕ.
Каменка ятлă мăкшă ялĕ çумĕнчи Владимирская текен хĕрарăм мăнастирĕ пулнă çурт никĕсĕнчен чулĕсем çеç тăрса юлнă. Ял пуçланса кайнăранпа кĕçех 300 çул çитет. Мăнастирĕн пысăк хуçалăхне совет самани вăхăтĕнче салатнă. Каменка ялĕнче пуринчен малтан коммуна йĕркеленĕ.
Мăнастир çуртне пĕр вăхăт «Ут-Шанза» коммуна йышăннă. Владимирская общинăн хуралтисене Каменкăна, Пишпÿлеке куçарнă. Монахиньăсем общинăна пăраха-пăраха кайнă. Шăписем пĕрин те çăмăл килмен. Пурте тенĕ пекех вуншар çул, хăшĕсем ытларах та, Сталин лагерĕсенче ларнă.
Ситекпуç ялĕ çумĕнче Кĕтерне патша вăхăтĕнчи кĕпер (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕк) сыхланса юлнă. XVIII ĕмĕр варринче Кĕтерне патша Раççейри ялсене çитсе курасшăн тесе сăмах тухнă. Чăннипе вăл нихăçта кайма та пуçтарăнман, почта çыхăнăвне çеç йĕркелеме тăрăшнă. Лашасемпе çÿреме лайăх çулсемпе кĕперсем кирлĕ пулнă. Пушкăртстанра пысăк çулсем Мишкино, Аскино, Караидель районĕсем урлă иртнĕ. Кĕперсене тĕп çулсене пăхмасăрах тунă. Тен, патша майри Пишпÿлекри ращасене те çитсе курасшăн пулать. Анчах патша майри кĕперпе усă курман.
Çĕнĕ Биктяш ялне кĕнĕ çĕртре 300 çула яхăн ÿсекен йăмра (виççĕмĕш сăн ÿкерчĕк) ларать. Ăна 1710-1720 çулсенче Биктяш ялĕнче пурăнакан лартнă. Йăмра чăннипех те мăнаçлăн курăнать. Ун çумĕнче хăвна баобаб çумĕнчи пигмей пекех туятăн. Çак вăхăт хушшинче ăна шăварнă, çĕрне кăпкалатнă. Паллах, çĕнĕ ĕмĕтсем ĕмĕтленнĕ.
Туй уççисене кĕпер çине çакасси – хальхи вăхăтри илемлĕ йăласенчен пĕри. Ун пек кĕпере Михайловка ял Канашĕнчи Игнашкино ял çывăхĕнче курма пулать. Йĕри-тавра парк, сулхăнра уçăлса çÿреме аллейăсем, кĕпер пуссăн пури патне илсе çитерет. Ун тĕпĕнчен Ăх юхан шывĕн пуçламăшĕ тапать. Вăл Пушкăртстанăн пилĕк районĕ урлă иртсе мăнаçлă Кама шывне юхса кĕрет. Çапла тин пĕр çемьене чăмăртаннă мăшăрсем те, шкул пĕтерекенсем те кунтан тухса пысăк пурнăçа кĕреççĕ.
Пишпÿлек районĕнчи тĕлĕнмелле вырăнсене курса çÿреме пĕр кун çитмест. Сахалтан та виçĕ-тăватă кун кирлĕ. Эрне пулсан лайăхрах та.
Ляйсан ИВАНОВА, вулавăш ĕçченĕ.
Пишпÿлек районĕ.