Пур хыпар та
Конкурс
28 Ноябрӗн 2023, 13:05

«Ĕлĕк-авал туя çапла ирттернĕ...»

Ноябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Çтерлĕ районĕнче туй йăли-йĕркисемпе çыхăннă «Ĕлĕк-авал туя çапла ирттернĕ...» республика шайĕнчи иккĕмĕш фестиваль-конкурс иртнĕ. Мероприятие Çтерлĕ, Пелепей, Сибай хулисенчи тата Кармаскалăпа Мишкин, Çтерлĕпе Чишма районĕсенчи хăйпултарулăх фольклор, этнографи тата вокал ушкăнĕсем хутшăннă.

«Ĕлĕк-авал туя çапла ирттернĕ...»
«Ĕлĕк-авал туя çапла ирттернĕ...»

Уйрăмах уяв лапамĕнче куракансене Челябинск облаçĕнчи Аша хулинчен килнĕ «Ладья» ушкăн тата «Ирандек» пушкăрт халăх культура центрĕн пултарулăхĕпе паллашма кăмăллă пулнă. Пĕрремĕшĕ - вырăс, тепри пушкăрт туйĕн йăли-йĕркисене кăтартса панă. Çавăн пекех уяв сцени çинче чăваш, мари, мордва, тутар туйĕсен йăла-йĕрке элеменчĕсене хак пама май пулнă.
Конкурса хутшăнакансем туй йăли-йĕркисен тĕрлĕ пайĕсене кăтартса панă. Çав шутра хĕр çураçни е евчĕ яни, хĕр пăхни, хĕре суйласа илни, килĕшÿ туни, хĕр туйĕ, каччă туйĕ, хĕр вăрлани, хĕр туянни, туй ĕçки-çики тата ытти те кĕнĕ. Унсăр пуçне вĕсен наци туйĕн картишне хатĕрлемелле тата апат-çимĕçне хăтламалла пулнă.
Фестиваль-конкурс программипе килĕшÿллĕн фольклор коллективĕсен ертÿçисем валли «Туй йăли-йĕркисене упраса хăварар» темăпа çавра сĕтел иртнĕ. Унта жюри пайташĕсем тухса калаçнă, туй йăлипе çыхăннă кăтартусене сцена çинче лартнă чухне усă курмалли сĕнÿсем панă.
Тĕрлĕ халăха пĕрлештерекен мероприятие пĕтĕмлетнĕ май лауреатсемпе дипломантсене палăртнă. Пĕрремĕш степень лауреачĕ ята Мишкин районĕнчен килнĕ «Ший памаш» мари халăх фольклор ансамблĕ тивĕçнĕ. Иккĕмĕш степень лауреачĕсем пĕр харăсах икĕ чăваш ушкăнĕ пулса тăнă: Çтерлĕ хулинчи «Тавах» тата Çтерлĕ районĕнчи Ямансасри «Палан» халăх ансамблĕсем. Виççĕмĕш вырăнра та чăвашсем пулни савăнтарать. Кунта Пелепей хулинчи «Илем» халăх ансамблĕ. Çавăн пекех виççĕмĕш степень лауреачĕ ята «Вастома» мордва халăх фольклорпа этнографи коллективĕ (Çтерлĕ районĕ) тата «Ладья» пултарулăх ушкăнĕ (Челябинск облаçĕ) çĕнсе илнĕ.
Фестивальте туй кĕрекине хак парассине те йĕркеленĕ. Коллективсем «Чи лайăх йăла-йĕрке апачĕ» (Сибай хули, Кармаскалă, Мишкин районĕсем) тата «Чи лайăх туй апачĕ» (Челябинск облаçĕ, Çтерлĕ, Мишкин районĕсем) номинацисенче палăрнă. Туй апат-çимĕçне упраса хăварнăшăн дипломсемпе Челябинск облаçĕнчен, Çтерлĕпе Пелепей хулисенчен, Çтерлĕпе Чишма районĕсенчен килнĕ хăйпултарулăх артисчĕсене чысланă.
Аса илтеретпĕр, «Ĕлĕк-авал туя çапла ирттернĕ…» фестиваль-конкурса Пушкăртстанра пурăнакан халăхсен авалхи туй йăли- йĕркисене çĕнĕрен çĕклес тата культура хăйне евĕрлĕхне сыхласа хăварас тĕллевпе ирттернĕ. Ăна Пушкăртстан Республикинчи бренд шайĕнчи мероприятисен списокне кĕртнĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Çтерлĕ районĕ.

«Ĕлĕк-авал туя çапла ирттернĕ...»
«Ĕлĕк-авал туя çапла ирттернĕ...»
«Ĕлĕк-авал туя çапла ирттернĕ...»
«Ĕлĕк-авал туя çапла ирттернĕ...»
«Ĕлĕк-авал туя çапла ирттернĕ...»
«Ĕлĕк-авал туя çапла ирттернĕ...»
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: